Программа ГТРК «Чувашия» «Вăхăт çитрĕ». 15.01.2025.

Чăваш патшалăх истори архивне 20 çул ытла истори наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Галина Ертмакова ертсе пырать. Çак çулсенче пирĕн истори архивĕ çĕршыври чи лайăх архивсенчен пĕри пулса тăчĕ. Паянхи пирĕн «Вăхăт çитрĕ» кăларăма Галина Васильевна хутшăнать. Унăн пурнăç çулĕпе паллашăпăр. Шăп паянхи кун вăл хăйĕн юбилейне кĕтсе илет. Эсир те, хисеплĕ радио итлекенсем, пирĕн калаçăва хутшăнма е юбиляра саламлама пултаратăр.